Республикӑра каллех ҫын путнӑ. Хальхинче – Канаш районӗнче. 45 ҫулти арҫын шыва кайса вилнӗ.
Вӑрманкасси ялӗнчи пӗвере инкек пулнӑ. 1976 ҫулта ҫуралнӑ арҫын шыва кӗнӗ те каялла тухайман. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине кӑларсан полицие панӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Аса илтерер: Сӑрта путнӑ 26 ҫулти арҫын виллине халӗ те тупайман. Ӑна тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. Вӑл Ҫӗмӗрлере пурӑннӑ.
Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт ҫывӑхӗнче ҫын виллине тупнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 7-мӗш хутран паян 14 сехет те 10 минутра ӳкнӗ. Вӑл 28 ҫулта пулнӑ.
Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ. Халӗ арҫын мӗнле майпа ӳкнине тӗпчеҫҫӗ – ҫапла пӗлтерет Следстви комитечӗ.
Аса илтерер: ҫак кунсенче Шупашкарти Пасар урамӗнче арҫын виллине тупнӑччӗ. 74 ҫултискер ҫӳлти хутран ӳкнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 23 сехетре вӑл пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма вӗлернӗ. Хайхискер ӑна ҫӗҫӗпе тапӑннӑ. Арҫын пиччӗшӗпе тата ҫак хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Савнине пиччӗшӗ ҫумне кӗвӗҫнипе вӑл ҫӗҫӗ ярса тытнӑ.
Арҫынна тытса чарнӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Пасар урамӗнче («Благовещенски» микрорайонта») нумай хутлӑ ҫурт умӗнче 74 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Ку паян нумаях пулмасть, 19 сехет ҫитеспе, пулнӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх коррреспонденчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын, ахӑртнех, чӳречерен тухса ӳкнӗ. Вырӑна Следстви комитечӗн оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ. Халӗ арҫын мӗнле майпа тухса ӳкнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳксе вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, арҫын 47 ҫулта пулнӑ. Вӑл Дементьев урамӗнче вырнаҫнӑ ҫуртран ӳкнӗ. Палӑртмалла: ӑна хальлӗхе туса пӗтерсе хута яман. Арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳксен тӳрех вилнӗ.
Халӗ Следстви комитечӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
Шупашкарти тӗп пляжра каллех ҫын путса вилнӗ. Хальхинче – ҫамрӑк арҫын. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Арҫын паян, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, путса вилнӗ. Унӑн виллине 18 сехет те 40 минутра ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Аса илтерер: ҫак кунсенче унта 12 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Пляжра вӑл амӑшӗпе тата аппӑшӗпе пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта каллех ҫын ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Инкек 17 сехет те 40 минутра пулнӑ. Арҫын 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 24-мӗш ҫуртӑн 9-мӗш хутӗнчен ӳкнӗ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳксенех сывлама пӑрахнӑ. Вӑл 27 ҫулта пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Шупашкарта каллех тепӗр ҫын нумай хутлӑ ҫуртран ӳкнӗ. Шел те, хальхинче те ку пӑтӑрмах вилепе вӗҫленнӗ.
Ку паян 14 сехет ҫурӑра пулнӑ. «Про Горд» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын нумай хутлӑ ҫуртӑн пурте усӑ куракан балконран ӳкнӗ. Ку пӑтӑрмах Учитель урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра пулса иртнӗ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын йӗрке хуралҫисем ҫитиччен вилсе кайнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ. Вӑл пӗвере выртнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫат редакцине халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта Иван Яковлев проспектӗнче пулнӑ. Унта Ботаника сачӗ вырнаҫнӑ. Садри пӗвере ҫамрӑк арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл 30 ҫулта пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫынна пусмӑрласа вӗлермен.
Шупашкарта ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ҫын ҫӳллӗ хутран ӳксе вилнӗ. Ку инкек 17 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Ӗнер Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 8-мӗш ҫуртӑн 5-мӗш хутӗнчен хӗрарӑм ӳкнӗ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Хӗрарӑм 31 ҫулта пулнӑ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, ҫак кунсенче Шупашкарти ҫуртсен картишӗнче 17 ҫулти каччӑн виллине тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |